Ӗнер, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ирхи 9 сехетре Канаш районӗнче виҫӗ машина пырса ҫапӑннӑ. Пӑтӑрмах «Аниш» автоҫул ҫинче сиксе тухнӑ.
Хучел ялӗ тӗлӗнче «Форд-Фокус», «Фольксваген-Поло» тата «Лада-Гранта» машина пырса ҫапӑннӑ. Хамӑр ҫӗршывра туса кӑларни хыпса илнӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек сӑлтавӗ — «Форд-Фокус» автомашинӑн 46 ҫулти водителӗ сулахаялла пӑрӑннӑ чухне «Фольксвагена» ирттерсе яманни. «Поло» пассажирӗ суранланнӑ, ӑна больницӑна ӑсатнӑ.
Сӑмах май, водительсем урӑ пулнӑ.
Чӑваш Енри харӑсах темиҫе вӗрентӳ учрежденийӗ лицензисӗр юлнӑ. Вӑл документсӑр вӗсен ӗҫлеме юрамасть.
Лицензисӗр тӑрса юлнисем: «СТЕЛС» тулли мар яваплӑ общество (ОГРН - 1022100976370; ИНН – 2129030693); «Дошкольная академия» (чӑв. Шкулчченхи академи) ачасене аталантаракан центр-ача пахчи (ОГРН — 1132100000526; ИНН – 2130999690); Канаш районӗнчи «Ачасен пултарулӑхӗн центрӗ» муниципалтетӑн хысна учрежденийӗ (ОГРН — 1092134000573; ИНН – 2123011221); Патӑрьел районӗнчи Еншики П.А. Сидоров ячӗллӗ пуҫламӑш шкул — ача пахчи (ОГРН — 1032132002605; ИНН – 2103005879).
Чӑвашкинона Хальхи истори патшалӑх архивӗпе пӗрлештерме йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Чӑвашкинон хӑш-пӗр пайне культура учрежденийӗсен хушшинче пайланӑ. Ҫамрӑксен театрӗ кинотеатрсене аталантарас енӗпе ӗҫлӗ.
Театр директорӗ Елена Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, культура учрежденийӗ Кино фончӗн конкурсне хутшӑнса кинозал уҫма 7 муниципалитета документсем хатӗрлесе пама хатӗ. Кунта сӑмах Улатӑр, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле тата Елчӗк районӗсем пирки пырать. Паянхи куна илсен,4 хулапа 14 районта 18 культура учрежденийӗнче кинозалсем пур.
Канаш районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере пулӑсем, карассем, вилнӗ, вӗсем шыв ҫине тухса выртнӑ. Сӑмах май, халӑхра ҫак пӗвене Хура тинӗс теҫҫӗ. Унта пурӑнакансем пӗлтернӗ тӑрӑх, пулӑран хими шӑрши кӗрет. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, карассем юхса тухакан шыва пула вилнӗ.
"Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкалли пӗрремӗш хут пулман, виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ пӗвере пулӑсем вилеҫҫӗ. Унччен унти карассем ҫиме юрӑхлӑ пулнӑ. Халӗ вара палӑран хими тути калать-мӗн.
Чӑваш Енре йӗркене пӑсса, тепӗр майлӑ каласан, ятарлӑ ирӗк илмесӗр ҫынсене турттаракан таксистсене ҫаплипех тупса палӑртаҫҫӗ.
Чӑваш Енри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем Канаш районӗнче рейд ирттернӗ. Ҫавӑн чухне пассажирсене турттаракан таксиста тытса чарнӑ. Арҫыннӑн ятарлӑ ирӗк пулман.
Машинӑна ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ.
Ҫакӑн пек рейдсем Чӑваш Енри ытти вырӑнта та иртеҫҫӗ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, ун пек тӗрӗслевсене кашни кунах йӗркелеҫҫӗ.
Чӑваш Енре фельдшерпа акушер пункчӗсен фельдшерӗсем валли ятарласа программа туса хатӗрленӗ.
Республикӑн медицинӑпа информаци тытӑмӗн ҫӗнӗ модульне хальлӗхе сӑнавлӑ мелпе ӗҫлеттереҫҫӗ. Ӑна Элӗк районӗнчи Йӑлкӑш тата Канаш районӗнчи Вӑрманкас Енӗш ялӗсенчи фельдшерпа акушер пункчӗсенче тӗрӗслемелле ӗҫлеттереҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗлӗх тухтӑрсене хут ҫырас ӗҫрен хӑтарӗ.
Мӗнпур фельдшера компьютерпа маларах тивӗҫтернӗ, фельдшерпа акушер пункчӗсенче Интернетпа ҫыхӑнтарнӑ.
Нумаях пулмасть (нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче) Крым Республикинчи Евпатори хулинче пурӑнакан чӑваш арӗ Василий Иванов 90 ҫул тултарнӑ.
Василий Иванович Чӑваш Енри Канаш районӗнчи Ҫатӑрка ялӗнче ҫуралнӑ. Саппасри полковник. 1980-1988 ҫулсенче вӑл Евпаторинчи инҫет космос ҫыхӑнӑвӗн ҫар чаҫӗн командирӗ пулнӑ. Тӗрлӗ ҫулта Чӑваш Республикин Крымри элчи пулнӑ.
Севастопольти чӑвашсен пӗрлӗхӗн хастарӗ Андрей Яковлев юбиляра ӑшшӑн саламласа «нумай нумай ҫул пурӑнма ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми телей, малалла та пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем тума вӑй-хал» суннӑ, «ырӑ ӗҫсемшӗн пархатар курмалла пултӑр сирӗн, Василий Иванович!», — тенӗ вӑл.
Чӑваш Енре пӗр тонна ытла панулмие пӑрахӑҫланӑ. Витаминлӑ ҫак ҫимӗҫе тракторпа лапчӑтса юрӑхсӑра кӑларнӑ.
1200 килограмм панулмие Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ тиркенӗ. Асӑннӑ продукцин докуменчӗсем юрӑхлӑ пулман иккен.
Асӑннӑ органӑн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, панулмие ӑҫтан кӳрсе килнине документсемпе ҫирӗплетсе парайман. Ун пек ҫимӗҫе надзор органӗсем сутма ирӗк паманнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар. Сутлӑха яма юраман продукцие тракторпа лапчӑтса пӗтернӗ.
Кашни ҫулах ҫуркунне йывӑр тиевлӗ машинӑсен ҫул ҫӳрес йӗрке ҫирӗпленет. Кӑҫал та ҫаплах пулӗ. Пирӗн республикӑра автомобиле виҫмелли пунктсем вырнаҫтарӗҫ. Вӗсем пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен тытӑнса ака уйӑхӗн 19-мӗшӗччен ӗҫлӗҫ.
Талӑкӗпе ӗҫлекен стационар пунктсене Шупашкара Сӗнтӗрвӑрри, Канаш, Улатӑр, Етӗрне тата Вӑрнар районӗсенчен пырса кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫтарӗҫ. Унсӑр пуҫне куҫса ҫӳрекен икӗ пункт пулӗ.
Хулана кӗме ирӗк илес тесен «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управлени» муниципалитетӑн предприятийӗпе ҫыхӑнмалла. Машина виҫине тӗрӗслекен пунктсем те ку ыйтупа пулӑшӗҫ. Хак 16 пин тенкӗрен пуҫласа 182 000 пин тенкӗ таран.
Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнчи пушарта чутах ватӑ арҫын вилмен. Ӑна пушарнӑйсем ҫӑлнӑ. Халӗ вӑл пульницӑра выртать.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхи 8 сехет тӗлӗнче Кӑшнаруй ялӗнчи Ҫамрӑксен урамӗнчи икӗ хваттерлӗ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Кил хуҫи, 70 ҫулти арҫын, сӗрӗмпе минресе урама хӑй тӗллӗн тухайман. Ӑна вырӑна ҫитнӗ пушарнӑйсем урама илсе тухнӑ. Тухтӑрсем арҫынна Канаш районӗн тӗп пульницине илсе кайнӑ.
Пушара 20 минутран сӳнтернӗ. Ҫулӑм япаласене, сӗтел-пукана сиенлетнӗ, ҫуртӑн шалти отделки юрӑхсӑра тухнӑ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 133 пушар пулнӑ, вӗсенче 10 ҫын вилнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |